Ӗнер Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокӗнче ҫил алхаснӑ, пӑр ҫунӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 6 ҫурт сиенленнӗ. Ҫавӑн пекех темиҫе машина шар курнӑ, йывӑҫсем персе аннӑ.
Асар-писер ҫанталӑк хыҫҫӑн поселока Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем, депутатсем, «Горсвет» авариллӗ бригадӑсем, управляющи компани ҫитнӗ. Вӗсем унта арканнӑ объектсене йӗркене кӗртнӗ.
Юрать-ха, ҫил-тӑвӑлпа пӑр ҫынсене амантман.
Ӗнер каҫхи 9 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗнче 68 ҫулти арҫын хуҫалӑхне аҫа ҫапнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ампара тӗп тунӑ, сарайпа вутӑ сарайне сиенлетнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑм юнашарти ҫурта куҫасран кӗрешнӗ. Юрать-ха, сарӑлма паман. Ҫапах ҫулӑм пӳрт карнизне сиенлетнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 827 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче плотинӑра арҫын путса вилнӗ. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗн Ирчемеспе Уйпуҫ ялсен хушшинче пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Акчикассинче пурӑннӑ 45 ҫулти арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Ҫӑлавҫӑсене унӑн мӑшӑрӗ чӗннӗ. Лешсем ирхине унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 18 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫле, 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ.
Аса илтерер: ҫав кунах Атӑлта 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра шывра 16 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехет хыҫҫӑн Красноармейскинчи шкул, Ленин урамӗнчи 74-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑскер, ҫуннӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта путвалта ҫулӑм тухнӑ.
Шкулти спорт хатӗр-хӗтӗрӗ ҫунса кайнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ку шкулта тӗплӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа унта пуш уйӑхӗн вӗҫӗнченпе ачасем вӗренмеҫҫӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 15 сехет те 50 минутра Канаш хулин хӗвелтухӑҫ пайӗнчи микрорайонти 6-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Унта тӗпелти диван ҫунма тытӑннӑ.
Пушар сӳнтерме Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Пушара сӳнтернӗ. Анчах, шел те, 77 ҫулти арҫын чӗрӗ юлайман – вӑл вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 566 пушар пулнӑ, вӗсенче 31 ҫын вилнӗ, 40-ӗн аманнӑ. 56 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫуннӑ 7 тӗслӗх пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пӑрачкав районӗнче пысӑк пушарсемех пулнӑ. Пӑрачкав ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Вӑл 2 гектар ҫӗре ярса илнӗ.
Ҫак районта Ряпино ялӗ ҫывӑхӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта пушарнӑйсем 3 гектар ҫинчи ҫулӑмпа кӗрешнӗ.
Тӑвай районӗнчи Амалӑх ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра ҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку шыв хӗрринче асӑрханулӑх пирки маннӑран пулнӑ.
Ку инкек иртнӗ шӑматкун, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пулнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын унта сунара кайнӑ. Вӑл ӑнсӑртран ҫыранран ӳксе шыва путнӑ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Куславккара шкул ачисем пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑннине пӗлтернӗччӗ. Вӗсене ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.
Паян каҫхи 6 сехетре Шупашкарти "Ярмӑрккӑ" суту-илӳ комплексӗнче пушар пулнӑ. Вырӑна пушарнӑйсем часах ҫитнӗ. Ҫулӑма 10-а яхӑн техника сӳнтернӗ. Ҫавӑнтах пушара сӳнтерес енӗпе ӗҫлекен оперштаб йӗркеленӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тарӑх, ҫулӑм парковка енчи 8-9-мӗш ретсенче тухнӑ. Ӑна часах сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм темиҫе контейнера сиенлетнӗ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине пӗлтермен.
Ҫӗмӗрлере арҫын хӑйӗн ҫуртӗнче ҫунса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ, пӳрт кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ тесен те юрать.
Ҫуртра 38 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Шел те, вӑл пушартан ҫӑлӑнайман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран та тухма пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |